Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2022

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2022

Республикăра ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2022» вĕренӳ акцийĕ иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.  Кăçал ăна Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа йĕркеленĕ. Пирĕн шкулти ачасене диктанта чăваш чĕлхи учителĕ Родионова Л.А çыртарчĕ. Диктант текстне паллă çыравçă, журналист, ăсчах, Константин Петров педагог çырнисем тăрăх йĕркеленĕ. Ăна икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ Андриян Николаев космонавт-летчика халалланă.

     Вĕренӳ акцийĕ 12:00 сехетре пуçланчĕ. Унта 6-11 классенче чăваш чĕлхине кăмăлласа вĕренекен ачасем хутшăнĕç. Тексчĕ çăмăлах пулмарĕ пулсан та, Петров И., Андреева К., Юхтарова М. пиллĕк палла тивĕçрĕç.

Чăваш чĕлхи учителĕсем